Рекламный баннер 990x90px header-top
18+
Рекламный баннер 728x90px center-top
Архив
Поделитесь новостями с жителями города
Если Вы стали свидетелем аварии, пожара, необычного погодного явления, провала дороги или прорыва теплотрассы, сообщите об этом в ленте народных новостей. Загружайте фотографии через специальную форму.
Деньги Чувашии

Паха медицина пулӑшӑвне ялтах

10:56 18.02.2025
Паха медицина пулӑшӑвне ялтах

тивӗҫме пултарнишӗн кӑмӑллӑ
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Ҫӗньялпа Михайловка ялӗсенче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫӑлнӑ. Вӗсене Чӑваш Ене Раҫҫей Президенчӗ В. Путин килсе кайнӑ хыҫҫӑн хӑпартнӑ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Ҫӗньялти медицина учрежденин ӗҫӗ-хӗлӗпе вырӑна ҫитсе паллашрӗ.

Ҫӗнӗ медпункт ялта уҫӑлни темиҫе уйӑх ҫеҫ пулин те, унти условисене ку тӑрӑхра пурӑнакансем хаклама ӗлкӗрнӗ те. Уйрӑмах фельдшерпа акушер пункчӗн ертӳҫи кӑмӑллӑ.

Ҫӗньялти фельдшерпа акушер пунктӗнче таврари 5 ялти 400 яхӑн ҫыннӑн сывлӑхне асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Ирина Терещенко фельдшерӑн тимлӗхӗнче ҫавӑн пекех 18 ача, вӑл шутра ҫулталӑка ҫитмен 3 пепке. Малтанхи ҫурт кивелнине пула юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫӗнӗ медпункт ял пуҫламӑшӗнче вырнаҫнӑ.

Интернет пурри те пысӑк ҫӑмӑллӑх, ытти тухтӑрсемпе ҫыхӑнса сӗнӳ-канаш илме пулать. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе тухӑҫлӑ усӑ курнӑ. Ҫитес вӑхӑтри тӗллевсем те пысӑк.
https://vkvideo.ru/video-105377917_456245675
4352
Рекламный баннер 728x90px center-bottom